Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар. Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн. Ҫавах та ҫак сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗш те пур. Сӑмахран, Ожегов словарӗ ак ҫапла ӑнлав илсе парать:
Чӑвашла каласан — халӑхӑн ытларах пайне кӑсӑклантарманнипе, интереслентерменнипе ӗҫлекенсен ушкӑнӗ. Халӑхшӑн «ют» ӗҫпе аппаланакансем. Шӑп ҫак ӑнлав пирки сӑмах пырӗ те. Ӗнер хула тӑрӑх ҫӳресе мӗн асӑрхарӑм? Халӑхӑн ытларах пайӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ пирки пӗлмест те, чухламасть те. Ку уяв вӗсене кирлӗ мар. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Унӑн йышне кӗрекен мероприятисенчен пӗри Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисен хӑтлавӗ пулчӗ. Пухӑннисене пурӗ виҫӗ кӗнекепе паллаштарчӗҫ. Вӗсем пурте — хальтерех тухнӑскерсем. Чи малтанах паллашу «Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего монастыря» (чӑв. Шупашкар: хӗрсен Николаевски мӑнастирӗн историйӗ тата вӑрттӑнлӑхӗсем) кӗнекепе пулчӗ. Кӗнеке авторӗ вӑл мӗнле калӑпланни пирки каласа пачӗ. Итлекенсем ку кӗнекене ыйтакансем нумай пулни пирки пӗлтерчӗҫ, ӑна сахал тиражпа кӑларнӑран ниӑҫта та тупма ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗҫ. Иккӗмӗш кӗнеке «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ пулчӗ. Ун пирки тӗп сӑмаха кӗнекен редакторӗ Геннадий Дегтярёв каласа пачӗ. Хӑтлава пынисем чӑваш сӑмахӗсене чӑваш чӗлхипех ӑнлантарма йывӑр е ҫӑмӑл пулни пирки пӗлчӗҫ. Ку сӑмахсарӑн ырӑ енӗсене те асӑнчӗҫ. Виҫҫӗмӗш кӗнеке пирки чи малтанхи сӑмаха вара Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологипе журналистика факультечӗн деканӗ Алена Иванова илчӗ. |
Чӑваш чӗлхи
Паян Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш наци вулавӑшӗ ҫывӑхӗнчи И.Я.Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг-концерт иртнӗ. Ӑна ЧР Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, Елена Светлая ҫыравҫӑ, «Нарспи» клуб ертӳҫи Лидия Константинова йӗркеленӗ. Уяв «Нарспи» юрӑпа ташӑ ансамблӗпе «Сарпике» ташӑ ушкӑнӗн театрланӑ постановкипе пуҫланнӑ. Композицин тӗп шухӑшӗ — хӑйӗн историне пӗлекен халӑх вӑйлӑ пулни. Митингра ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Геннадий Максимов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Митинга пухӑннисем Иван Яковлевӑн Халалне итленӗ. Унӑн палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Юлашкинчен Чӑваш чӗлхине уявне килнисем вӑйӑ картине тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ӗнер Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче «Тӑван чӑваш сӑмахӗсем мерчен те ылтӑн пӗрчисем» ятпа литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ. Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Галина Миронова тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ май вӑл тӑван чӗлхе аталанӑвӗшӗн тунӑ сулмаклӑ утӑм ҫинчен ӑнланмалла та ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. «И.Я. Яковлев в фотографиях и документах» (чӑв. Иван Яковлев сӑнсенче тата хутсенче) кӗнекепе усӑ курса вулавӑш ӗсченӗ вӗрентекенӗмӗршӗн ҫывӑх пулнӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Уяв каҫне хутшӑннӑ ачасем Митта Ваҫлейӗн, Анатолий Смолинӑн, Петӗр Хусанкайӑн, Любовь Мартьянован тата ыттисен сӑввисене вуланӑ. Вулав залӗнчи «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» куравпа та ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Паянхи Чӑваш чӗлхи кунӗпе ентешӗсене Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та саламланӑ. Ӑна район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. «Ҫак пысӑк уяв чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет: чӑваш чӗлхи тата Иван Яковлевич пӗр ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. Яковлева пула, вӑл тунӑ алфавит витӗмӗпе, халӑхӑмӑр вулама-ҫырма пуҫланӑ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр хатӗрленӗ кӗнекесене вуласа пӗлӗве, тӗнче курӑмне ӳстернӗ», — тенӗ саламра. Унтан Патӑрьел районӗнче те тӑван чӗлхене сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫсем тунине, килес ӑру валли иксӗлми пуянлӑха: йӑла-йӗркене, культурӑна, чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ. «Юнпа ҫеҫ мар, чунпа та чӑваш пулар, атте-анне чӗлхине хисеплер!", — тесе вӗҫленӗ Патӑрьел район пуҫлӑхӗ Михаил Петров тата район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов алӑ пуснӑ салама. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн республикӑра тата унӑн тулашӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци иртрӗ. Вӗренӳ министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пурӗ 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем те, аслисем те ваттисем те пулнӑ. Диктанта Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх ҫырнӑ. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин сумне хӑпартасси, халӑх хушшинче унӑн ҫепӗҫлӗхне сарасси. Чӑваш чӗлхипе диктанта вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Фёдорова та ҫырнӑ. «Тӑван чӗлхене юратма мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла, ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн пепкине чӑвашла калаҫса ӳстереҫҫӗ пулсан ачи унӑн ҫепӗҫлӗхне, пӗтӗм илемне ачаранах туйса ӳсӗ. Ҫакна вӑл хӑйӗн чунӗнче ӗмӗр тӑршшӗпе упраса пурӑнӗ», — тенӗ вӑл. Кам мӗнле ҫырни ака уйӑхӗн 27-мӗшӗсенче паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне Тӑван чӗлхешӗн!Хура пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене. Чӗлхемӗрсем ҫинче, вӑл шутра вырӑс чӗлхи ҫинче те, хура ҫӑхансем явӑнаҫҫӗ. Юрӑхсӑр тӗрлӗ саккунсемпе хушусем кӑларса, патшалӑх чӗлхесен усӑ курмалли анлӑшне хӗссе пычӗ, шкулти вӗрентӗве пӑтратса тӑчӗ, хыпарлав хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫӑткӑнлӑха майлӑ ҫаптарнипе — наци ӑнкарулӑхне сӳнтерме тапаҫланчӗ. Чӑваш чӗлхипе ӑспурлӑхӗ куҫа курӑнман хаяр хӑрушлӑх умне пырса тухрӗ. Яш-кӗрӗм наци туйӑмне вуҫех ҫухатрӗ. Тепӗр 10–15 ҫултан чӑвашла калаҫакансен шучӗ ҫурри ытла касса татнӑ пек чакса ларать. Эпир, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, халӑх шӑпи ҫинчен анлӑрах шутламасӑр, ютри лайӑха мухтаса, ҫамрӑк ӑрӑва тӑван ӑс-хакӑлпа чӗлхерен пистертӗмӗр, Тӳрех каламалла: ҫӗршыв ертӳлӗхӗ харкам хӑйӗн пурлӑхӗ-ырлӑхӗшӑн антӑхать, «единая российская нация» ҫинчен шавласа ҫӗршыври халӑхсен кӑкне-тымарне тӑпӑлтарать. Ку пулӑм Европӑра пачах та ҫӗнӗ ҫӗнӗ мар. Ӑна Раҫҫей нумай хутчен чӑтнӑ. Ҫӗнтернӗ. Халӑхран тухнӑ паттӑрсен пуҫне каснине, халӑх телейӗшӗн тӑракансене хамӑр влаҫ пуҫиле янине, таса ячӗсене элекпе вараланине чӑваш халӑхӗ те пайтах чӑтнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхине пӗлнине тӗрӗслес текенсем ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжне ҫитме пултарассине эпир унчченех пӗлтернӗччӗ. Унсӑр пуҫне районсенче те диктант ҫырӗҫ. Радиоэфирта та диктант текстне ҫав кун кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре вулӗҫ. Маларах эпир диктант ятне юриех асӑнмасӑр хӑварнӑччӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ текст Геннадий Волковӑн калавӗ пулнине ҫеҫ каланӑччӗ. Диктанта ҫыртарассишӗн яваплисенчен пӗри, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ӑна хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернине кура эпир те вӑрттӑнлӑха уҫар: диктант вӑхӑтӗнче «Ӑслӑ ача» калав ҫырма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Альбина Юрату «Пилеш» ачисемпе. Ҫыравҫӑ-поэтсем вулакансемпе тӗлпулу час-часах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарма вӗсем вулавӑшсене, шкулсене, ача пахчисене тухса ҫӳреҫҫӗ. Альбина Юрату сӑвӑҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Пилеш» ача пахчине ҫӳрекенсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсемпе поэт С. Маршак ячӗллӗ вулавӑшра курнӑҫнӑ. Альбина Юрату халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасемпе вӑл Чӑваш чӗлхин эрни иртнӗ май тӗл пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсемпе ирттернӗ мероприяти поэта питӗ килӗшнӗ. Вӗсем те поэтпа пӗрле сӑвӑсем вуланӑ. Пӗчӗкскерсем пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пирки чунтан шухӑшланине палӑртнӑ. Ачасемпе тӗл пулма май туса панӑшӑн Альбина Юрату вулавӑш ӗҫченӗсемпе воспитательсене тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячӗпе сӗнӳсем янӑ. Вӗсем чӗлхе тытӑмӗнчи ыйтусене уҫӑмлатма сӗннӗ. Хастарсем Михаил Игнатьевран патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменнине мониторинг тума ыйтнӑ. Кун валли диктант е тест ҫырмалла. Кунсӑр пуҫне общество хастарӗсем тӳре-шарана чӑвашла та, вырӑсла та пӗлмеллине каланӑ. Ҫакна саккунра ҫирӗплетме сӗннӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗпе ЧР Вӗренӳ министерствине шкулсенче «Чӑваш Ен историйӗ» предмета кӗртме, 10-11-мӗш классенче чӑваш литературине чӑвашла вӗрентме, 9-мӗш тата 11-мӗш классене чӑваш чӗлхипе экзамен тыттарма сӗннӗ. «Ирӗклӗх» каллех ППЭне тата тӗрӗслев ӗҫӗсене патшалӑх чӗлхипе ҫырма ирӗк пама ыйтнӑ. Унччен вӗсем кунашкал ыйтупа РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне тухнӑ пулнӑ. «Ирӗклӗх» ҫакнашкал пуҫарусем сӗнни Чӑваш чӗлхи кунӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |